Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ ҫывӑхӗнчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнакан вырӑн тулса кайни, унти ҫӳп-ҫап тавралӑха сӑнсӑрлатни пирки темиҫе ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхне темиҫе ҫул каялла хальхи йышши полигон тума йышӑнчӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнче пулӗ. Анчах йӑлари хытӑ каяша турттаракан машинӑсене хула витӗр чуптарасшӑн мар. Полигон патне пыракан ҫул Шупашкар районӗнчи «Агарикус», «Атлашевский» хуҫалӑхсен тата уйрӑм ҫынсен территорийӗ урлӑ кайӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен яваплисем халӗ кирлӗ хутсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян республикӑн транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен шыва кӗме каякансен йышӗ самаях ӳсрӗ ӗнтӗ. Республикӑра паянхи кун шыва 9 пляжра кӗме пулать:
• Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗ ҫӳмӗнчи кану базинче;
• Шупашкар хулинче (5 пляж);
• Етӗрне хулинче (3 пляж).
Ӗҫлеме ирӗк илни — вӗсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухнине пӗлтерет.
Кӑҫал тата тепӗр 6 пляж ӗҫлеме тытмалла. Хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнти хӑрушсӑрлӑха тивӗҫлӗ шая ҫитерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ — ара, унсӑрӑн ирӗк илме май ҫук-ҫке: ҫӑлавҫӑсен ӗҫне йӗркелемелле, кимӗ таврашӑн йышне ҫителӗклӗ тытмалла, ҫырана тирпей кӗртмелле тата ытти те. Ятарлӑ инспекци ҫитменлӗхсем ҫуккине палӑртсан ҫеҫ ӗҫлеме май пур.
Шоркка ялӗ ҫумӗнчи икӗ арман пирки сахал мар ҫырчӗҫ ӗнтӗ — Шупашкар район хаҫачӗ те, «Хыпар» та, ытти МИХсем те. Ӗмӗр ытла ларакан армансем чӑн та хӑйсен хӑвачӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Паян вара вӗсемпе паллашма Ҫатра-Лапсар шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ.
Ӗнер кӑна Шуршӑлти Космонавтика музейӗнче пулнӑ ачасемшӗн кунти армансем чӑнах та питӗ кӑсӑклантарса ячӗҫ. Хӑй арманӗсене ҫӑрапа питӗрнӗрен шала кӗрсе пӑхма май пулмарӗ пулин те таврари ытти ял хуҫалӑх ҫурчӗсем вара вӗсене самай илӗртрӗҫ — тырӑ типӗтмелли агрегатсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, вир тыррине епле суйланине курчӗҫ.
Армансемпе вара Колешша ял клубӗнче ӗҫлекен вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Николаев Владимир Никонович паллаштарчӗ. Ачасем арман чӑннипе епле пулнине пӗлчӗҫ, ҫил арманӗсене халӑх мӗншӗн нумай лартнине ӑнланчӗҫ (вӗсене лартма патшалӑхран ятарлӑ ирӗк илмелле пулман имӗш). Схемӑпа та паллашрӗҫ — хӑш-пӗр пайӗсене Шоркка арманӗсене сӑнаса хӑйсене валли палӑртрӗҫ. Каласа хӑварас пулать: пӗр арманне 1908 ҫулта лартнӑ (ӑна халь кӑштах юсанӑ, шӑвӑҫпа витнӗ), тепӗрне ывӑлӗ 1920-мӗш ҫулсенче юнашар вырнаҫтарнӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫанталӑк самаях шӑрӑх тӑнипе шыва кӗме каякансен йышӗ кунран-кун ӳссех пырать. Шыва кӗрес тапхӑр йышӑннӑ йӗркепе ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗнче пуҫланать пулин те республикӑра паянхи куна икӗ пляжа ӗҫлеме ирӗк пама ӗлкернӗ те. Пӗр пляжӗ Ҫӗктер посёлокри кану базинче Атӑл хӗрринче йӗркеленнӗ, тепри вара Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ пляжсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухса ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Ҫитес кунсенче ытти пляжсене те тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вара ҫуллахи шӑрӑх кунсенчен ҫынсем хаваспах шыва кӗме кайма пултарӗҫ. Маларах сире систерсеччӗ ӗнтӗ — кӑҫал ҫуллахи кунсенче пурӗ те 16 пляж ӗҫлӗ.
Ҫапла-ҫапла. Агрономсем е ял хуҫалӑхӗнче тӑрмашакан ытти ӑстасем мар, алӑра хутпа ручка, диктофонпа камера тытакансем. Пресс-тур ят панӑ мероприятие ыран республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтерчӗҫ ӗнтӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене хресчен яваплӑ тапхӑрта епле тӑрӑшнине каласа кӑтартма тӗллев лартнӑ май Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» кооператива (вӑл Тутаркасси ҫуммӑн вырнаҫнӑ) илсе кайӗҫ. Калем ӑстисем калча пахалӑхне хаклӗҫ, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан меслетсемпе паллашӗҫ.
Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.
Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.
Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче республика шайӗнче «ял-хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ» профессипе олимпиада иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва вӑтам, пуҫламӑш профессиллӗ учрежденийӗсенче вӗренекен аслӑ курссем хутшӑннӑ. Олимпиада икӗ турпа иртнӗ: пӗрремӗш — вӑтам профессилле паракан учрежденисенче, иккӗмӗш — республика шайӗнче — Етӗрне районӗн агротехника техникумӗнче.
Ӑмӑртура теори ыйтӑвӗсемпе практикӑра кӑтартмалли ӗҫсем пулнӑ. Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи агротехника техникумӗн студенчӗ Алексей Филиппов, иккӗмӗш вырӑна Кӳкеҫ посёлокӗнчи 27-мӗш училищӗре вӗренекен Александр Павлов, виҫҫемӗш вырӑна вара Патӑрьелти 7-мӗш профессилле училищин вӗренекенӗ Дмитрий Рубцов тухнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене вӗрентни, кирлӗ чухне канаш пани, хӑш-чухне хытӑрах калани те кирлӗ ӗнтӗ. Анчах та килтисем шӑпӑрлансене сӑмахпа ҫеҫ мар «тӑна кӗртесшӗн», ача ҫине аллӑ йӑтнисем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Шупашкар районӗн прокураторинче паянхи кун 33 ҫулхи Андрей Сергеев хӑйӗн 4 ҫулхи ачана хытах сусӑрлани пирки пуҫиле ӗҫе суд канашлӑвне ярса панӑ.
Прокуратура ӗҫченӗсен ӑнлантару хучӗ тӑрӑх акан 13-мӗшӗнче каҫ-кӳлем еннелле Сергеев Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳрте арҫынӑн 4 ҫулхи ывӑлӗ пылчӑклӑ пушмакӗпе кӗрсе кайса урая вараланӑ пулать. Ҫакӑ Сергеева килӗшмен. Вӑл ачана ҫенӗкелле илсе тухнӑ та виҫӗ хутчен питрен чышкӑпа ҫапнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача хытах сусӑрланнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшупа Шупашкар пульницине леҫнӗ.
Ҫитес кунсенче Сергеева суд айӑплӗ.
Саккун пуриншӗн те пӗр иккенне ҫӗре ултавлӑ меслетпе туянакансенчен пӗри ӑнланса илни пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет.
Ӗҫӗ еплерех ҫаврӑнса пынине ведомство кӗскен хыпарланинчен ӑнланса илме йывӑр. Ҫапах та хӑш-пӗр фактсене уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район администрацийӗ Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре усӑ курмалли тӗсе урӑх майлӑ ылмаштарнӑ-мӗн. Ҫӗре урӑх йышши категорие куҫармасӑрах ҫапла туни тӗрӗс марри пирки тавлашу ЧР Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳресем ҫӗре малтан урӑх категорие ылмаштармалли пирки палӑртнӑ май, ҫӳлерех каланӑ пек ирӗк пани саккуна пӑсни пулать тесе йышӑннӑ. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр ҫӗр хуҫи (вӑл хӑй туяннӑ ҫӗрсене урӑх йышши категорие тавӑрасшӑн ҫунни пирки тавҫӑрасси ҫеҫ юлать). Арбитражӑн пӗрремӗш аппеляци суднех ҫитнӗ. Анчах Мускав сучӗ Шупашкара район сучӗ хӑй маларах кӑларнӑ йышӑнӑва пӑрахӑҫламалли тӗрӗс тесе шухӑшланине палӑртнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр…
Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн.
Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |